Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Шаланкӑ шыв кӑларать, ула курак пырса ӗҫет.
[ваттисен сӑмахӗ: 2507]
 

Чечек (М. Удалов, XXVIII пай)

Ытти пайӗсене кунта тупма пулать.



Шӑпа — вӑл ҫумӑр, юр хӳни:
Екки ярса та ӗлкӗреймӗн.
Ырри, хурри, чӑрмав кӳни —
Вӑл пурӑнӑҫ; тытса переймӗн.
Ӑҫти ҫӗре те хӑш енне
Илсе кайса мӗн кӑтартмарӗҫ,
Ниме тӑман ӗҫ сиенне
Ҫапах ниҫта асра картмарӗҫ.
Ах, пурнӑҫ! Кам сумланӑ, виҫнӗ
Ун тӗрлӗ-мерлӗ тӑкакне.
Ӑнлав, ҫук, ҫитӗнеймӗ, пиҫмӗ,
Палӑртмасассӑн ун хакне.

Хакне халь палӑртрӗ Кавруҫ:
Пӗлет, ӑҫта ултав та чӑнлӑх.
Ҫук, хӗрнӗ туйӑм мар, ӑс-тӑнлӑх
Шаккать пӗлмен ҫӗре халь: «Уҫ!»
«Пӗлменлӗх вӑл — уҫман пуянлӑх;
Пӗлес тӗк, тӑррине висте.
Илмен тӗк тыткӑна айванлӑх,
Хӑвна эс тӗпчеме хисте», —
Тесе калатчӗ-ҫке асламӑш, —
Пулман-тӑр ӑсӗ ыйӑхра, —
Сӑмахӗ пулчӗ, тен, пуҫламӑш,
Халь те ҫавах, тен, йыхӑрать?

Пӑлхавлӑ вӑхӑт... Мӗн сӗнет,
Мӗнле сукмак, мӗнле ҫул хурӗ
Кавруҫшӑн ҫутӑ кун? Чун урӗ,
Е юн тулашӗ. Тӗсленет,
Куса хупсассӑн, пуласси,
Тӗнче шӑв-шавлӑн туласси.
Асра ҫӗн шухӑш халь йӗрленчӗ,
Вӑл асамат пек кӗперленчӗ,
Вӑл уҫрӗ ҫӗнӗ тӗнчене.
Вӑранчӗ чун, ҫухалчӗ канӑҫ.
Пӗлет Кавруҫ, ӑҫта чӗнет
Ӑшра ҫуралнӑ хӗмлӗ шанӑҫ.

...Килтен киле, ялтан яла
Кӗрсе тухса ҫӳрет хыпарӗ.
Мӗн тамаша, мӗн япала,
Кам каласа кам ӑнлантарӗ?
Чап сарӑлчӗ кӗҫ Атӑл тӑрӑх, —
Ӑҫта ҫитсе вӑл хутӑшман, —
Пуяннисем калаҫҫӗ: вӑрӑ,
Пупсем чиркӳсенче — тӑшман.
Суя хыпар — ҫӗлен сӑнни:
Сӑхсан чуна вӑл шыҫӑнтарӗ;
Сив сӑмахпа-мӗн асӑнни
Хакне хумашкӑн чӑрмантарӗ.

Ак, чӗлтӗртетрӗ шурӑм пуҫӗ
Кӑвак сенкерлӗ ҫутӑпа.
Лӑпланнӑ ҫут ҫанталӑк уҫӑ,
Ним те халь хускалмасть — шӑпах.
Анчах та ыйӑх ҫук Кавруҫӑн,
Пуҫра ҫӗр тӗс: тухать, кӗрет, —
Улӑштарать унта улшуҫӑн, —
Ҫитсе чӗтретрӗ — ҫӗмӗрет.
Янк иршӗн пурӗ пӗр: ӑна
Кавруҫ хуйхи кӑшт та тивмерӗ,
Вӑл тасатмарӗ ӑс-тӑна,
Пуҫри йӳҫ сӗрӗме сирмерӗ.

Анчах мӗн тухрӗ-ха сиксе?
Кавруҫ пӑхать халь тинкерсе, —
Пулман пуль ҫакӑн пек пӑлхавӑр, —
Утсем ташлаҫҫӗ тӑпӑр-тапӑр.
Хурамал ту курман-мӗн ыйӑх:
Памарӗ канӑҫ вӗҫсӗр ҫуйӑх.
Ир-каҫ-мӗн Атӑл хӗрринче, —
Пӗтет пек ҫакӑ ҫут тӗнче, —
Ҫынни, лаши, ак, вӗҫсӗр-хӗрсӗр,
Кайра, хыҫра та леш енче
Йӑлт пӑтрашаҫҫӗ: пӗр йӗркесӗр
Лӑк тулнӑ каҫӑ тӗлӗнче.

Ӑҫта васкать Хусан кил-йышӗ,
Ӑҫта вӑл чӑрсӑр вирхӗнет:
Пӗри шавлать тухас пек пыршӑ,
Тепри лашисене хӗнет.
Кавруҫ пӗлет: пӗр сассӑр-шавсӑр
Нихҫан этемӗн ӗҫ пулмасть;
Екки юнра: нихҫан сӑлтавсӑр
Пӗр харӑс халӑх тапранмасть.
Дворян, чинри, купца-мӑн хырӑм,
Час улӑштарчӗҫ пурнӑҫа:
Чыс-чап валли юлмарӗ вырӑн,
Хисеп тухать пӑрахӑҫа.

Пурте паром ҫине кӗресшӗн, —
Кунта кӗрлет ҫухӑрашу, —
Пӗри ав тепринчен иртесшӗн:
Пырать пит сӗмсӗр харкашу.
Тӳре-шара та хуҫасем
Аптранӑ: вӗҫӗмсӗр кумаҫҫӗ.
Ӗҫ ҫыннисем ҫеҫ шӑп; вӗсем
Ниҫта кайма та васкамаҫҫӗ.
Ытти тиеннӗ кӑпӑр-капӑр, —
Ыран пӗтет пек самана.
«Ҫав Пугачев пирки пӑлхавӑр,
Вӑл ҫитмелле-мӗн Хусана».

Кур, каҫӑ патнелле кӳме
Пырать, — васкать-мӗн. Пӑрӑнаҫҫӗ
Ытти лавсем. Курьер мӑнаҫлӑ:
Ботфорт, сар кивер, ҫут тӳме
Хисеплеме самай хистеҫҫӗ;
Ан пӑрӑн-ха — тире сӗвеҫҫӗ.
«Тӑхта, кам ку?» Кӳми ҫинче
Ларать палланӑ ҫын — Ваҫлей!
Кавруҫ курать: те хӑраса,
Утсем ытла та турткаланчӗҫ.
Кавруҫ карт! илчӗ ҫавӑрса:
Утсем вӑраххӑнах лӑпланчӗҫ.

«Ваҫлей!»
«Ах, Турӑ, Тойтирек?!»
«Чӑнах та ҫав. Ӑҫта каясшӑн?»
«Кил-ха, лар юнашар, тархасшӑн,
Вӑй-хал Тур патӑр-ха пире».
«Эс чӑн полковник! Лартӑн-ши?»
«Эй, Тойтирек, манран кулатӑн,
Эп кучер мар халь, эп — денщик».
«Тӑхта, полковник халь пулатӑн».
Хӗвӗшнине Кавруҫ хакларӗ,
Ун кайрӗ ӑсӗ уҫӑлса.
Чеен вӑл пӑхрӗ те кулса,
Куҫне мӑч турӗ те каларӗ:

«Халь ҫӳлерех ҫӗкле пуҫа,
Хӑранӑ пек ан пӑх хыҫа,
Пӗр вӑхӑт эсӗ лар хытса,
Хӑвна полковник пек тытса».
...Ҫапла ыттисенчен малтан
«Полковник» кӗҫ шыв урлӑ каҫрӗ.
Кӑштах хӑпсассӑн Атӑлтан
Пулни-иртни пирки калаҫрӗҫ:
«Ман командир барон фон-Айсберг
Хӑналанать халь Чӑвашра.
Пӑлхавлӑ вӑхӑт... Чуптарас пӗр,
Ҫитсе кил, терӗҫ, вӑш-вашрах.

Чашламана эп ҫул тытатӑп;
Барон канать халь ҫав енче
Ишут Ухтеров патӗнче».
«Ишут Ухтеров?.. Астӑватӑп».
Кавруҫ, Ваҫлей денщик ыйтсассӑн, —
Шикленнине хӑваласа, —
Хӑй шухӑшне-мӗнне хавассӑн
Йӑлтах пӗлтерчӗ каласа,
Ваҫлейӗн чунӗ юрламасть.
Каларӗ: «Ӑс ҫук мар весен те...
Тӑван яла сан, тем тесен те,
Пымашкӑн халӗ юрамасть».

«Сив кун пекех тӑрать ял-йышӑн
Телейсӗр пурнӑҫӗ. Кама
Эс калӑн-ха хушса: «Ан йышӑн,
Паян ан парӑн никама».
Хӑвна эс шанчӑкпала сӑйлӑн —
Апла-тӑк эс путек-ҫатак.
Пӗлместӗн: тӗнчере ҫав вӑйлӑ,
Кам аллинче вылять патак.
Кавруҫӑм, пӗл, чуна кӑларчӗ
Ухтерӗн ывӑлӗ Ишут.
Вӑл нимсӗр халӑха хӑварчӗ:
Ҫӗр ҫук — шыва халь сик те пут».

«Мӗнле ҫӗр ҫук? Эп ӑнланмастӑп.
Ма пулӑшмарӗҫ пӗр-пӗрне,
Ма, ял-йыша вӑл пӑхӑнмасть тӑк,
Туртса илмерӗҫ-ха ҫӗрне?»
«Кавруҫ, хӑрушӑ выҫлӑх пулчӗ:
Ял-йыш ун чух тыр-пулсӑр юлчӗ.
Ишут акма кивҫен парса
Яла йӑлт илчӗ ҫавӑрса.
Пит сӗмсӗр, тытӑнчӗ асма:
Вӑл ҫапрӗ патакпа... мана.
Паян та, ак, юман касма
Вӑл хӑваларӗ вӑрмана».

Кавруҫӑн та тӑван яла
Ҫитес пулать, утать мала —
Килет лав Чашлама енчен;
Лавҫи пӑхать ал айӗнчен.
«Якур мучи! Ӑҫта каятӑн: —
Ялтан тухман-и хушӑран?
Утне ытла хыт чуптаратӑн,
Курнать, таратӑн нушаран».
«Ах, тур! Кавруҫ, эс мар-и ҫав?..
Кашни ҫынтан эп ҫул ыйтатӑп.
Сана халь шыраса каятӑп,
Тата пит кирлӗ Пугачев».

«Якур мучи, кала, мӗн пулнӑ?
Кала йӗркеллӗ, ӑнлантар.
Пӗлеп: манран хура ял юлнӑ.
Ман чӗрене эс лӑплантар».
«Хура сӑмах сана ермен, —
Ялти ҫынсем тахҫан пӗлеҫҫӗ, —
Пӗр айӑп ҫук Кавруҫӑн теҫҫӗ.
Ҫук, Ухтере эс вӗлермен».
«Ах, Турӑ! Маншӑн ку пит хаклӑ,
Эп савӑнатӑп тупата.
Ман пурнӑҫ ҫулӗ пит тумхахлӑ —
Хуратрӗҫ ахалех ята».

«Ылханлӑ ҫын! Ман чӑтӑм ҫук.
Хӑҫан эпир тӗл пулӑпӑр,
Кам айӑплӑ, пӗл, курӑпӑр —
Унпа ман пур-ха калаҫу.
Ҫук, Пугачев кӗҫех килмест.
Тӗл пулӑн-ха кунта ҫитсессӗн.
Ун шухӑшне пӗлес тесессӗн,
Ялта вулатпӑр манифест».
Сисет, туять-мӗн хӗр аслашшӗ, —
Ун хӑйӗн ҫуннӑ-ҫке чӗре, —
Тӑшманпала яш тавлашасшӑн,
Юнӗ каять хӗре-хӗре.

Калаҫрӗҫ иккӗшӗ чипер,
Кавруҫ итлерӗ пӗр пӳлмесӗр.
Вӑл тавҫӑрчӗ: шута илмесӗр
Ишут лартман-мӗн серепе.
Кивҫен парать те сӗлӗ, тулӑ
Ытла та пурнӑҫ хӗсӗк чух,
Ун аллинче ҫаранӗ, улӑх —
Унта никам ан кӗр, ан тух.
Ниҫта пуҫа чикме — хӑть макӑр:
Мӑй таранччен-ҫке парӑмра.
Ҫӑва ҫине анчах ҫул такӑр...
Йӗрет куҫҫульпеле йӑмра.


Ытти пайӗсене кунта тупма пулать.


 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2007-06-10 17:46:19 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 2800 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем